АКА | 21 |
РФ ял хуҫалӑх министрӗн Николай Федоровӑн пуканне Краснодар крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Ткачев йышӑнма пултарасси пирки халь кӑна пӗлтернӗччӗ. Краснодар крайӗн саккун кӑларакан пухӑвӗ вара депутатсене Александр Ткачев РФ ял хуҫалӑх министрӗн должноҫне куҫасси пирки пӗлтернӗ. Ун вырӑнне вара Вениамин Кондратьев йышӑнмалла-мӗн.
Ку хыпара федераци правительствине паян Краснодар карайӗн спикерӗ Владимир Бекетов пӗлтернӗ. Бекетов Ткачев пирки каланӑ май ку информацие анлӑ ыран, акан 22-мӗшӗнче, пӗлтерессине систернӗ. Краснодар крайӗнчи влаҫпа ҫывӑх ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, Ткачев юлашки вӑхӑтра Мускава калаҫусене нумай ҫӳренӗ, кӗҫех вӑл унта ял хуҫалӑх министрӗн должноҫӗнче юлмалла-мӗн.
Ткачевӑн пресс-секретарӗ Галина Жукова вара куҫарасси пирки официаллӑ дукумент ҫуккине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, паян кӗпӗрнаттӑр Краснодартах пулнӑ, хӑй вырӑнӗнчех ӗҫленӗ. Ткачев каяссине депутатсемпе сӳтсе явманнине те пӗлтернӗ пресс-службӑра.
Кремле ҫывӑх ҫӑлкуҫ вара Николай Федоров пуканне пушатас ыйтӑва татса панине хыпарлать. Вӗсен шухӑшӗпе, ахӑртнех ӑна Ткачев йышӑнӗ.
Влаҫ органӗсенче ҫӳрекен сас-хура тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра Николай Фёдоров иккен министр пуканне пушатма пултарать. Кун пирки Интерфакс информаци агентсвине икӗ ҫынран кая мар пӗлтернӗ имӗш. Вӑл вырӑна кам йышӑнасси пирки те ҫывӑх вӑхӑтра пӗлтермелле-мӗн, паян-ыран тесен те йӑнӑш мар.
Кандидатсенчен пӗри — Краснодар енӗн кӗпернаттӑрӗ Александр Ткачев мӗн. Ҫавӑн пекех Новгород облаҫӗн кӗпернаттӑрне Сергей Митина та пӑхаҫҫӗ имӗш. Виҫҫӗмӗш ҫын — маларах Ставрополь енӗн кӗпернатторӗ пулнӑ Валерий Гаевский (пуш уйӑхӗнче ӑна Николай Фёдоровӑн ҫумне лартнӑ).
Александр Ткачев 1960 ҫулта ҫуралнӑ. 1990 ҫулта Краснодар енӗнчи Выселки станцӑри комбикорм савутне ертсе пыма тытӑннӑ. Тӳрех политикӑна кӗме пуҫланӑ. малтан вырӑнти саккун кӑларакан пухӑвӗн депутатне суйланнӑ, кайран — Патшалӑх Думине. Краснодар енӗн кӗпернатторӗн вырӑнне 2000 ҫулта йышӑннӑ.
Чӑваш Енре ҫутҫанталӑк министрне Иван Исаева ӗҫрен хӑтарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ун тӗлӗшпе маларах пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Тӗпчевҫӗсем экс-министр хӑй вӑхӑтӗнче (министрта чухне) вӑрмана саккунлӑ мар касса сутнипе 300-е яхӑн миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Сӑмах май, пӗр кун маларах тата тепӗр улшӑну пулса иртнӗ. Вӑл та — правительство шайӗнче. Министрпах ҫыхӑнман та, анчах министрӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ ҫынна ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин информаци политикин министрӗн ҫумне Алексей Новикова ӗҫрен хӑтарасси пирки Хушу кӑларнӑ. Министр ҫумӗ пулма тек мӗншӗн тивӗҫ маррине палӑртман.
37 ҫулти министр ҫумӗ пулнӑ ҫав ҫынна ку пукана 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗнче шанса панӑччӗ.
Чӑваш Енре «Хӗрарӑмсем Канаш аталанӑвӗшӗн: ҫивӗч ыйтуран — стратеги патне» канашлу иртнӗ.
Ҫав мероприятире республика тулашӗнче ӗҫлекен арҫынсен ыйтӑвне сӳтсе явнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, статистика республикӑри ашшӗсен 26 яхӑн проценчӗ Чӑваш Ен туашӗнче ӗҫленине ӗнентерет. Канашлура ачасем ашшӗсене уйӑхӗ-уйӑхӗпе курмасӑр ӳснине палӑртнӑ.
Мероприятире Канаш хулинче ҫемьесене ҫирӗплетес, ача воспитанийӗнче ашшӗн рольне ӳстерес тӗллевпе Ашшӗсен канашне йӗркеленине те аса илнӗ.
Сӑмах май, ашшӗ-амӑшӗнчен пӗри республика тулашӗнче ӗҫлесе пурӑнни ҫемье арканӑвӗн тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри шутланать. Пӗлтӗр Чӑваш Ен Атӑлҫи тӑрӑхӗнче ку енӗпе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫакна та палӑртмалла: Канашри ӗҫпе тивӗҫтерекен центр 150 ытла чӑваш ҫыннине ытти региона ӗҫлеме янӑ.
Прокуратура тытӑмӗнче кадр улшӑнӑвӗсем пулса иртни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ун пекки ҫак кунсенче РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче те пулса иртнӗ. Управленинче хӑйӗнче мар. Унӑн районсенчи пайӗсенче.
Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи пая (кунта Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисем, Улатӑр, Вӑрнар, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле районӗсем кӗреҫҫӗ) малашне юстици подполковникӗ Александр Гаврилов ертсе пырӗ. Пуҫлӑх пуканне шанса париччен вӑл Етӗрне районӗнчи пайра пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Етӗрне районӗнчи пай (кунта Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш тата Етӗрне районӗсем кӗреҫҫӗ) пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма Сергей Васильев юстици подполковникне лартнӑ. Унччен вӑл Следстви управленийӗнче уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпчекен иккӗмӗш пайӑн аслӑ тӗпчевҫи пулнӑ.
Шупашкарти кафесенчен пӗринче поварӗ те, кальянҫи те ют ҫӗршыв ҫыннисем пулнӑ. Пыран-каян ҫыншӑн хайхисем ӑҫти ҫӗрсенчен килсе ҫитни пӗлтерӗшлӗ мар-тӑр-ха. Чи кирли — тутлӑ пӗҫерччӗр те йӗркеллӗ пӑхчӑр. Анчах ку вӑл — пӗр енчен пӑхсан. Кирек епле лару-тӑрура та саккун пирки манмалла мар-ҫке.
Хайхи поварпа кальянҫӑ Раҫҫейӗн миграци саккунне пӑснӑ. Поварта тӑрӑшакан Азербайджан ҫыннин те, кальянҫӑра вӑй хуракан Алжир этеммин те пирӗн ҫӗршывра ӗҫлеме ирӗк паракан хут пулман. Уншӑн вӗсене иккӗшне те административлӑ майпа явап тыттармалла тунӑ: 2 пиншер тенкӗлӗх штрафланӑ. Азербайджан ҫынни тата миграци учетне те тӑманскер пулнӑ.
Миграци саккунне пӑссан ӗҫпе тивӗҫтерекене те явап тыттарма ирӗк пур. Саккуна уяса тӑман пуҫлӑхсене 250 пин тенкӗрен пуҫласа 800 пин тенкӗлӗх штрафлама юрать е 90 талӑклӑха вӗсен предприятийӗн ӗҫне чарса лартма ирӗк пур. Асӑннӑ тӗслӗхре епле явап тыттарни каярах паллӑ пулӗ.
Путин ҫакӑн йышши ҫӗнӗ ведомство уҫма палӑртни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халь вара ҫак агентствӑна кам ертсе пырасси пирки паллӑ пулнӑ — Путин хушӑвӗпе ҫак ҫемҫе пукана хальччен регионти «Альфа» ушкӑнӗн ертӳҫине Игорь Баринова шанса панӑ иккен. Вӑлах — Патшалӑх Думинче хӳтӗлев енӗпе ӗҫлекен комитетӑн председатель ҫумӗ те.
Ҫӗнӗ пуҫлӑх шухӑшӗпе наци тӗлӗшӗпе хальхи вӑхӑтра чи ҫивӗч лару-тӑру Кавказ тӑрӑхӗнче тӑрать. Чечня республикине вара ҫак ыйтупа ҫитӗнӳсем тунисен йышне кӗртнӗ.
Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх енчен те малтан нацисен хутшӑнӑвне ытларах культура тӗлӗшӗпе пӑхнӑ пулсан хальхи вӑхӑтра ку ыйту — наци хӑрушсӑрлӑхӗ.
Игорь Баринов Новочеркасскра ҫуралнӑ. 1990 ҫулта Ҫӗнӗ Ҫӗпӗрти аслӑ ҫар командовани училищине лайӑх вӗренсе пӗтернӗ. 1990–93 ҫулсенче 103-мӗш сывлӑш-десант дивизинче хӗсметре тӑнӑ, кайран ФСБ-ра ӗҫленӗ, регионти «Альфа» ушкӑнӗн ертӳҫи пулнӑ. Чечня Республикинче террористсене хирӗҫ операцисем ирттернӗ. 2003 ҫулта Патшалӑх Думине суйланса депутат вырӑнне йышӑннӑ.
Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗ Юрий Чайка Ханты-Мансийск автономи округӗнче йӗрке тума Нягань прокурорне куҫарнӑ. Ҫав должноҫре Ҫӗмӗрле ҫынни Михаил Павлов тӑрӑшнӑ иккен. Халӗ, ав, ӑна Ханты-Мансийскра ӗҫлеме шаннӑ. Унти районсем хушшинчи прокурорта.
Михаил Александрович пирки каласан, вӑл 1975 ҫулта Чӑваш ССРӗнчи Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралнӑ. Кун пирки «Накануне.ру» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Прокуратура органӗсенче Ҫӗмӗрлере ҫуралнӑ арҫын 2002 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе тӑрӑшать иккен. Прокуратурӑра тӗпчевҫӗре тимленӗ, район прокурорӗн ҫумӗ, шалти ӗҫсен органӗсене тӗрӗслесе тӑрас енӗпе ӗҫлекен пай прокурорӗ, пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. Наркотӗрӗслевре те ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ. Халӗ вӑл ҫӗнӗ вырӑнта та чӑваш ятне ӳкермессе шанас килет.
Ҫынтан апла ыйтма аван мар та, анчах лайӑх мар тесе кӑсӑкланмасан хӑвна явап тыттарӗҫ. Ку тата мӗнле саккун-ши тесе тӗлӗнме кирлӗ мар. Иртен-ҫӳрен ҫын ҫумне ҫулӑхса: «Каҫарӑр та, эсир судпа айӑпланман-и?» — тесе ыйтма никама та ирӗксӗрлемеҫҫӗ. Сӑмахӗ кунта — ӗҫе илесси пирки-ха. Пуҫлӑхсене пырса тивет. Пур ҫынтан та вӗсене те ун пек ыйттарттармаҫҫӗ. Педагогсене ӗҫе илнӗ чух шкул ертӳҫисен ӗҫе вырнаҫас текен ҫыннӑн ҫав енӗпе кӑсӑкланмах тивет.
Патӑрьел район прокуратури хӑйсен районӗнчи шкулсене тӗрӗсленӗ те, пӗринче виҫӗ ҫынна ун пек справкӑсӑрах ӗҫе илнине палӑртнӑ. Ку вӑл ӗҫ саккунне пӑсни шутланать.
Прокурорсем тепӗр кӑлтӑк та асӑрханӑ. Ӗҫ килӗшӗвне ҫырнӑ чух тӗрӗсмарлӑхсем тупӑннӑ.
Ҫитменлӗхшӗн шкул ертӳҫине 3,5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине 40 ҫулти Сергей Викторов ертсе пыма тытӑннӑ. Тивӗҫлӗ хушӑва республика Элтеперӗ пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ку тытӑмра Викторов 2011 ҫултанпа тӑрӑшма пуҫланӑ. 2013 ҫулхи кӗркунне ӑна Ӗҫлӗх службин ертӳҫин ҫумӗ пулма лартнӑ.
Ӗҫ биографине Викторов 1997 ҫулта Патӑрьел районӗнчи налук инспекцийӗнче пуҫланӑ. Тепӗр икӗ ҫултан вӑл Чӑваш патшалӑх университечӗн Патӑрьелти филиалӗне преподавателе, инженер-программиста куҫнӑ. Чӑваш Енӗн финанс министерствин Патӑрьел районӗнчи финанс расчечӗн автоматика тытӑмӗн программистӗнче те ӗҫленӗ. 2005 ҫулта ӑна Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Кайран темиҫе ҫул район администрацийӗнче ӗҫленӗ.
Икӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ. Пӗрремӗшӗнче физикӑпа информатика специальноҫне алла илнӗ, кайран — укҫа-тенкӗпе кредит енӗпе. 2013 ҫулта Липецкри патшалӑх педуниверситетӗнче «Информацие хӳтӗлессин технологийӗ» специальноҫа вӗреннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |